Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +8.3 °C
Ӗҫчен ҫыннӑн ыйхи кӗске.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Елчӗк ял тӑрӑхӗ

Спорт

Елчӗк районӗнче ӗнер йывӑр атлетсен ӑмӑртӑвӗ иртнӗ. Унта вӑл тӑрӑхри пӑхаттирсем кӑна мар, республикӑн тӗрлӗ районӗнчен пухӑннӑ.

Елчӗксем ку ӑмӑртӑва 29-мӗш хут йӗркеленӗ. Унта хутшӑннӑ алла яхӑн вӑйпитти СССР спорт маҫтӑрӗсен Клементьевсен парнисемшӗн тупӑшнӑ.

Ӑмӑртӑва йывӑр атлетикӑн Елчӗк районӗнчи федерацийӗн ертӳҫи П.А. Скворцов, «Улӑп» спорт шкулӗн пуҫлӑхӗ Р.Н. Григорьев уҫнӑ. Тӗп тӳре пулса Б.Д. Клементьев хакланӑ.

Пӗрремӗш вырӑна Елчӗк ял тӑрӑхӗ тухнӑ. Иккӗмӗшӗнче — Кивӗ Эйпеҫ тӑрӑхӗнчисем, виҫҫӗмӗшӗнче — Курнавӑш енчисем. Мала тухнисене Хисеп грамотисемпе кӑна мар, укҫа-тенкӗпе те хавхалантарнӑ. Мала тухнӑ ушкӑна куҫс ҫӳрекен Кубок та лекнӗ.

 

Пӑтӑрмахсем

Елчӗк ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхне хирӗҫле пуҫиле тата тепӗр ӗҫ пуҫарнӑ. Ҫулла ун тӗлӗшпе суд ларӑвӗ пулса иртнӗччӗ. Ун чух ӑна ҫынсене ишӗлекен ҫуртран куҫарнӑ чух хӑйӗн ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курнӑшӑн айӑпланӑччӗ. Лару-тӑрӑвӗ ҫапларах пулса тухнӑччӗ ун чух. Ҫынсене ишӗлекен ҫуртран куҫарнӑ чух, 2008 ҫулта, вӗсене пуҫлӑх хваттер хакне хӑйсене тӳлеттермелле тунӑ. Тӗрӗссипе, уншӑн ял тӑрӑхӗн тӑкакланмалла пулнӑ. ҫапла «правурланнӑшӑн» суд 100 пин тенкӗлӗх штрафланӑ.

Муниципалитет харпӑрӑлӑхӗнчи кивӗ хваттерсене юсанӑшӑн ҫынсене хӑйсене тӳлеттерес йӑла Елчӗк ялӗнче унчченех пуҫланнӑ-мӗн. Юсама укҫа кӑларса хумасан хваттерсене приватизацилеме ирӗк памассипе хӑратнӑ имӗш. Унчченхи пуҫлӑх тӗлӗшпе ӗҫ пӗлтӗр суда ҫитнӗччӗ, анчах пуҫлӑх пулнӑ ҫын вилнӗ май пуҫиле ӗҫе чарса лартнӑ.

Ял тӑрӑхне ҫӗнӗ ҫын ертсе пыма тытӑнсан та унчченхи йӑлана пӑрахӑҫламан. Халӗ ҫавна май паянхи пуҫлӑх тӗлӗшпе суда ӗҫ ҫитернӗ. Хальхи пуҫлӑхӑн айӑпне ҫирӗплетсен ӑна 7 ҫул таран ирӗкрен хӑтарма саккун ирӗк парать-мӗн.

 

Куславкка районӗнчи халӑха социаллӑ пулӑшу кӳрекен центр «Ыттисемшӗн ырӑ ӗҫ ту» акци ирттерет. Ун тӗллевӗ — укҫа-тенкӗ енчен хӗсӗк пурӑнакан ҫемьесем валли япаласем, теттесем, илемлӗ литература пухасси. Кӑҫалхи акцие 46 ҫын хутшӑннӑ иккен. Сахал тупӑшлӑ 74 ҫынна вӗсен ырӑ кӑмӑлне кура пулӑшма май килнӗ.

Ырӑ кӑмӑлпа пырса панӑ ҫав япаласене центр специалисчӗсем Куснар тата Елчӗк ял тӑрӑхӗсенче пурӑнакансене валеҫсе панӑ.

 

Кӗҫнерникунтан Куславкка хули туристсене йышӑнма тытӑннӑ. Волгоград хулинчен теплоходпа килсе ҫитнӗ хӑнасене ҫак районти Елчӗк ял тӑрӑхӗнчи хӗрарӑмсен ансамблӗ юрӑ-ташӑпа кӗтсе илнӗ.

Ҫакна кӗтмен хӑнасем хытах тӗлӗннӗ-мӗн. Унтан вӗсен хулан паллӑ вырӑнӗсенчен пӗринче — Н.И. Лобачевскин музей-ҫуртӗнче пулса курнӑ. Куславккасен ырӑ кӑмӑлӗпе пехиллӗхӗпе хавхаланнӑскерсем чунтан тав сӑмахӗ каланӑ, «Эпир сирӗн хулӑра юратса пӑрахрӑмӑр», — тесе сывпуллашнӑ.

 

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (18.05.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 752 - 754 мм, 6 - 8 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ĕçсене татса пама лайăх тапхăр. Çывăхри çын сирĕн лару-тăру йĕркеллех тесе ĕнентерĕ. Ахăртнех, хастартарах пулсан лару-тăрăва йĕркелесе яратăр. Нимĕн те тумасан, вырăнтан хускалмасан ыйтусем çивĕчленсе пырĕç кăна.

Ҫу, 18

1987
37
Егоров Павел Александрович, ҫыравҫӑ, журналист ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
кил-йышри арҫын
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа тарҫи
хуҫа хӑй
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуть те кам тухсан та
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа арӑмӗ